2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Паян, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, 18:30 сехетре сире «Ҫын пурнӑҫӗ» спектакль курма йыхравлатпăр!

Спектакль режиссерĕ – Василий Иванов. Ҫамрăк та пултаруллă режиссерăн театрти пиллĕкмĕш ĕçĕ ку.

«Эпĕ лартнă ытти спектакльсенчен ку урăхларах. Маларах комедисемпе тата мелодрамăсемпе ӗҫленӗ эпӗ. Ку пьесăна автор 1905 çултах çырнă пулин те, вăл пĕрре те кивелмен, шăп хальхи самана ыйтнă пек çырнăскер. Кĕвĕçÿ, укçашăн касăхни, хăравçăлăх тата пурнăçра çухалса кайни, ҫав вӑхӑтрах юрату, ĕмĕтленÿ, малалла ăнтăлни, çемье ăшăлăхĕ – паянхи пурнӑҫри пехех»,- каласа парать Василий Иванов. «Постановка символла сăнарсенчен тăрать. Куракан эп вылякан сăнарăн ятне те пĕлеймест. Вăл – Çын. Унăн пурнӑҫне çуралнинчен пуçласа виличченех йĕрлесе тухнă»,- уçăмлатать Евгений Урдюков артист.

«Çын малтан чухăн пулнă, тăрăшулăхне пула мул пуçтарнă. Анчах йăлт çухатнă. Темле йывăр пулсан та, юнашар унпа пĕрле – мăшăрĕ. Çавăнпа та спектакль ырра, пурнăçа хаклама вĕрентет», – хăй шухăшне калать тĕп рольсенчен пĕрне калăплакан Светлана Лукиянова.

Билетсене театр кассинче тата онлайн туянма пулать.

🇷🇺
Пушкин карттипе те спектакль килсе курма май пур.

Сегодня, 4 октября, в 18:30 ждем вас на спектакле «Ҫын пурнӑҫӗ» (Жизнь человека).

Режиссер спектакля – Василий Иванов. Это его пятая режиссерская работа в театре.

«Этот спектакль стал для меня особенным, ведь до этого приходилось иметь дело лишь с комедией и мелодрамой. И хотя пьеса была написана в 1905-ом году, она супер-актуальна и сегодня. Зависть, жажда денег, страх, жизненная дезориентация – с одной стороны, любовь, мечты, стремления, семья – с другой. Это есть в жизни любого современного Человека», – рассказывает Василий Иванов.

«Вообще, весь спектакль пронизан символизмом. Зритель так и не узнает, как зовут моего героя. Он просто Человек. Вы увидите каждый жизненный этап от самого его рождения», – делится подробностями Евгений Урдюков.

«Человек сначала жил бедно, но старался, работал и стал богатым. Но все потерял. Единственная, кто несмотря на все жизненные перипетии, рядом с Человеком – его жена. Поэтому, наверное, это спектакль о вещах, которые по-настоящему важны в жизни», – рассуждает Светлана Лукиянова, исполнительница роли Жены.

Билеты приобретайте в кассе и онлайн.

Действует Пушкинская карта.