2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Ӗмӗр сакки сарлака​

ЖИЗНЬ ПРОЖИТЬ – НЕ ПОЛЕ ПЕРЕЙТИ

Драма Никифора Мраньки

Драма в 2-х частях

24 апреля

Среда

16 мая

Четверг

20 июня

Четверг

Чăваш академи драма театрĕ Никифор Мранькка пултарулăхĕпе иртнĕ ĕмĕртех кăсăкланма пуçланă. Игнатий Молодов хатĕрленĕ инсценировка тăрăх Леонид Родионов режиссер 1973 çулта «Ĕмĕр сакки сарлака» спектакль лартнă.

Халĕ акă, шăп та лăп çур ĕмĕр иртсен, каллех сцена çине тухать вăл. Класс кĕрешĕвне, çамрăксен юратăвне, чăваш ялĕн пурнăçне театрăн паллă тата çамрăк артисчĕсем çĕнĕлле сăнарлĕç.

Спектакль режиссерĕ, Чăваш Республикин халăх артистки Наталия Сергеева çапла каласа кăтартать: «Чăваш классики патне таврăнма темиçе сăлтав хистерĕ. Чи малтанах – çакăн пирки куракансем ыйтрĕç. Мана вара, режиссер пек, сăнарсем тĕплĕ пулни тата аталанса пыни килĕшрĕ. Ĕç-пуç тĕлĕнмелле хăвăрт улшăнса тăрать. Темĕн те пур кунта – юрату виç кĕтеслĕхĕ, кĕрешÿ, ăмсану, кĕвĕçÿ, ăнлану…

Мранькка романĕнче паян кулленхи калаçура усă курма пăрахнă сăмахсемпе вĕсен çаврăнăшĕ нумай. Питĕ хитре вĕсем. Çакна итлес, куракана итлеттерес килет. Шел те, паян çак шайра çыракан сахал…»

Режиссёр – ЧР халăх артистки Наталия Сергеева.

Художник – Светлана Зверева.

Ташăсене лартаканӗ – Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕсченĕ Людмила Нянина.

Композиторĕ – Лолита Чекушкина.

Спектакле пěрремěш хут 2023 çулхи раштав уйăхĕн 5-мěшěнче кăтартнă.

В прошлом веке Чувашский драмтеатр уже обращался к творчеству Никифора Мраньки. По инсценировке Игнатия Молодова режиссер Леонид Родионов в 1973 году поставил спектакль «Ĕмĕр сакки сарлака».

И вновь, спустя ровно полвека, спектакль выходит на сцену. Сегодня тема классовой борьбы, любви между молодыми людьми, жизни чувашской глубинки в исполнении ведущих и молодых артистов зазвучит по-новому.

Режиссер спектакля, народная артистка Чувашской Республики Наталия Сергеева рассказывает: «Причин вернуться к чувашской классике было немало. Первая и главная причина – об этом просили сами зрители. Меня же как режиссера увлекла красивая речь героев романа, обороты слов, которые уже успели выпасть из нашей повседневной жизни. В водовороте жизни – все то же самое, что описал автор много лет назад: любовный треугольник, борьба, стремительное развитие событий, зависть, взаимопонимание…»

Режиссёр – народная артистка Чувашской Республики Наталия Сергеева.

Художник – Светлана Зверева

Балетмейстер –  Заслуженный работник культуры Российской Федерации Людмила Нянина

Композитор – Лолита Чекушкина

Премьера спектакля состоялась 5 декабря 2023 года.

ДРАМĂРИ ҪЫНСЕМ ТАТА ВЫЛЯКАНСЕМ:

ÇТАППАН – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Сергей Павлов, Евгений Урдюков

ТАТЬЯНА – Чăваш халăх артистки Валентина Иванова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Василиса Петрова

МИКУЛА – Арсентий Димитриев

АНУК – Оксана Драгунова

МАКÇĂМ – Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов

ВАÇЛИ – Александр Демидов, Алексей Герасимов

КĔТЕРУК – Надежда Зубкова

НАÇТИК – Чăваш халăх артистки Валентина Иванова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Василиса Петрова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Галина Кузнецова

САНТĂР – Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов

БОГДАНОВ – Василий Иванов

КОСТЯ – Чăваш халăх артисчĕ Вячеслав Александров

АХМЕТ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Аркадий Андреев

ПЛАКИ – Раççей тава тивĕçлĕ артистки Любовь Федорова, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Валентина Ситова

МИХХА – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев, Александр Петров

ЛУКАРЬЕ – Чăваш халăх артистки Наталия Сергеева, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Марина Яковлева

УРЕТНИК – Чăваш халăх артисчĕ Геннадий Медведев

ХĔЛИП – Григорий Федоров

МАВРА – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елизавета Хрисанфова, Надежда Кузьмина

ПЛАТУН – Александр Игнатьев, Алексей Степанов

ПАВĂЛ – Василий Иванов

ВАРУҪ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Елизавета Хрисанфова, Екатерина Спиридонова

ЭЛЕКÇЕЙ – Григорий Петров

ЫЙТКАЛАКАН – Раççей тава тивĕçлĕ артистки Любовь Федорова, Раççей тава тивĕçлĕ артистки Валентина Ситова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Александра Зайцева

КАСМУХХА – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Николай Сергеев, Григорий Петров

ЯКУР – Алексей Степанов, Александр Игнатьев

ДАВЛЕТША – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Яковлев.