2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Пӗр уйӑх çеç пӗрле

Месяц в деревне

Иван Тургенев

Драма в 2-х частях

«Пӗр уйӑх çеç пӗрле» (Месяц в деревне) драмӑна Иван Тургенев пьесипе лартнӑ.

Пьесӑна Иван Тургенев 1848-1850 çулсенче Парижра пурӑннӑ чух çырнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна цензура усӑ курма та чарнӑ пулнӑ. Пӗрремӗш хут Мускаври Пӗчӗк театрта ку пьесӑпа 1872 çулта спектакль кӑларнӑ.

Ислаевсен кил-çуртӗнчи лӑпкӑ пурнӑç çамрӑк учитель килнӗренпе пуçхӗрлӗ çаврӑнать. Хуçа арамӗ Наталья Петровна каччӑна юратса пӑрахать. Унӑн чӗринче, чунӗнче халиччен пӗлмен туйӑмсем çуралаççӗ. Канлӗ пурӑнакан хӗрарӑм суранлӑ, вӗчӗрхенекен, кӗвӗçекен, тарӑн асапланакан пулса тӑрать. Çилпе тӑвӑл çавӑрса илнӗ пек, ӑна юрату пуçӗпех витсе лӑпкӑлӑх çухаттарать.

Режиссёрӗ – Дмитрий Миронов.

Художникӗ – Светлана Зверева.

Режиссёра пулӑшаканӗ – ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Валерий Карпов.

Драма «Пӗр уйӑх çеç пӗрле» (Месяц в деревне) поставлена по пьесе Ивана Тургенева.

Пьеса была написана в Париже в 1848-1850 годах. Она дважды отдавалась в печать под названиями «Студент» и «Две женщины», но была запрещена цензурой. Впервые «Месяц в деревне» был поставлен в Малом театре в Москве в 1872 году.

Тихая жизнь усадьбы Ислаевых выходит из равновесия с появлением молодого учителя. Благородная дама Наталья Петровна оказывается преступно и трагично влюблена в юношу. Новое чувство разом переворачивает привычный уклад и душу героини. Ощущение жизни и свободы, порывы неиспытанных страстей поглощают её. Из усыплённой покоем хозяйки имения она превращается в ранимую, раздражительную, ревнивую, глубоко страдающую женщину, которую с головой накрыло любовью, точно штормовой волной.

Режиссёр – Дмитрий Миронов.

Художник – Светлана Зверева.

Помощник режиссёра – заслуженный артист Чувашии Валерий Карпов.