2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Аманнӑ шӑпа

ИЗРАНЕННАЯ СУДЬБА

Нажиб Асанбаев

История одного солдата

«Аманнӑ шӑпа» спектакле вӑрçӑра пулнӑ пушкӑрт писателӗн тата драматургӗн Нажиб Асанбаевӑн пьесипе лартнӑ. Спектакль Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин авӑрне лекнӗ салтаксен шӑписем çинчен каласа парать.

Çӗнтерӗве туптакансемшӗн вӑрçӑ мӗн тери тӗрӗс мар та хаяр пулма пултарнӑ? Хаяр вӑрçӑ витӗр тухсан телейлӗ пуласлӑхӑн шанӑçне упраса хӑварма пулать-ши? Çакӑн пек тӳсейми йывӑрлӑхсем хыççӑн çын чунӗ таса юлать-ши? Çӗнтерӳçӗсен ялавне йӑтса пырас вырӑнне салтакӑн Çӗпӗрти лагерьсенче вунпилӗк çул ларса тухма тиврӗ пулсан, унӑн чӗринче мӗн юлать? Асӑмлӑх. Юратупа курайманлӑх, шанчӑклӑхпа сутӑнчӑклӑх, героизмпа хӑравçӑлӑх, пӗтӗм халӑх паттӑрлӑхӗ çинчен асӑмлӑх.

«Аманнӑ шӑпа» спектакле Тӑван Çӗршывӑн Аслӑ вӑрçин салтакӗсемпе ветеранӗсене халалланӑ.

Режиссёрӗ – Раççей Федерацийӗн, Азербайджан, Калмӑк тата Тыва Республикисен искусствӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ Борис Манджиев. 

Режиссёр ассистенчӗ – Алексей Герасимов.

Художникӗ – Мария Шуплецова. 

Ташӑ лартакан режиссёрӗ – Пушкӑрт Республикин искусствӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ, Пушкӑрт Республикин тава тивӗçлӗ артистки, Раççейри «Арлекин» наци театр премийӗн лауреачӗ Рамиза Мухаметшина. 

Çутӑ лартакан художникӗ – Михаил Добрышин. Композиторӗ– Калмӑк геройӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗ Аркадий Манджиев. 

Режиссёра пулӑшаканӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Александр Яковлев. 

Чӑвашла Татьяна Ильина куçарнӑ. 

Спектакле пӗрремӗш хут 2024 çулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑтартнӑ.

Спектакль «Аманнӑ шӑпа» (Израненная судьба) поставлен по пьесе башкирского писателя-фронтовика и драматурга Нажиба Асанбаева. Театральная постановка рассказывает о судьбах солдат, попавших в водоворот Великой Отечественной войны.

Насколько несправедливой и жестокой могла быть война по отношению к тем, кто ковал Победу? Можно ли сквозь все испытания войны пронести и сохранить надежду на счастливое будущее? Как человеку остаться человеком и спасти душу? Что остаётся, когда вместо Знамени Победителей приходится нести бремя пятнадцати лет сибирских лагерей? Память. Память о любви и ненависти, верности и предательстве, героизме и трусости, о всенародном подвиге.

Спектакль «Аманнӑ шӑпа» (Израненная судьба) посвящён участникам и ветеранам Великой Отечественной войны.


Режиссёр-постановщик — заслуженный деятель искусств России, Азербайджана, Республик Калмыкия и Тыва Борис Манджиев (г. Элиста).

Ассистент режиссёра — артист драмы Алексей Герасимов.

Художник-постановщик — Мария Щуплецова (г. Санкт-Петербург).

Режиссёр по пластике — заслуженный деятель искусств и заслуженная артистка Республики Башкортостан, лауреат Российской национальной театральной премии “Арлекин” Рамиза Мухаметшина (г. Уфа).

Художник по свету — Михаил Добрышин (г. Санкт-Петербург).

Композитор — Герой Калмыкии, заслуженный деятель искусств Республики Калмыкия Аркадий Манджиев (г. Элиста).

Помощник режиссёра — заслуженный артист Чувашской Республики Александр Яковлев.


Перевод на чувашский Татьяны Ильиной.

Премьера спектакля состоится 5 апреля 2024 года.