Хисеплĕ куракансем! Сире Раççейри халăхсен чĕлхисен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Хăвăрах пĕлетĕр, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ – ăрусен çыхăнăвне татăлма памасăр тăван сăмахлăхпа йăла-йĕркене упракан. Пирĕн сцена çинче чăваш чĕлхи ирĕклĕн янăрать, тулли кăкăрпа сывлать. Çак уяв кунĕ эпир çакна уйрăм мăнаçлăхпа палăртса калатпăр. Чĕлхемĕр пирĕн – çĕр çинчи мĕнпур этемлĕхĕн тупри, тĕрĕк чĕлхисен çемйинче пĕртен-пĕр чĕрĕ юлнă пăлхар (огур) чĕлхи, çавăнпа эпир, паян пурăнакансем, унăн пуласлăхĕшĕн калама та çук яваплă. Çакна ăнланса пирĕн театр 109-мĕш çул ĕнтĕ хамăрăн çыравçăсен пьесисене кăна мар, тĕнчери тĕрлĕ халăхăн хайлавĕсене те чăвашла лартса куракана савăнтарать. Хальхи репертуарăн сумĕ – Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэми тăрăх хатĕрленĕ «Нарспи» трагеди. Çавăн пекех «Ялта» (Фёдор Павлов), «Ĕмĕр сакки сарлака» (Никифор Мранькка), «Салампи» (Александр Артемьев) спектакльсем – пирĕн ÿнерĕн чăн-чăн ахах-мерченĕ. Театр малашлăха хăюллă утăмпа ярса пусать, тăван халăха, республика хăнисене чăваш халăхĕн тĕнчекурăмĕпе паллаштаракан çĕнĕрен-çĕнĕ спектакль кăтартасчĕ тесе ырми-канми тимлет. Çитес вăхăтра сцена çине «Хура çăкăр» (Илпек Микулайĕ), «Арçури» (Михаил Фёдоров), «Кай, кай Ивана» (Николай Айзман), çавăн пекех тăван халăх асĕнче пурăнакан юмах-халап çĕнĕлле чĕрĕлсе тухмалла. Республикăри тĕп театрăн чÿречинче çутă çуннă чухне, ун сцени çинче хăватлă та çепĕç сăмахăмăр ирĕклĕн янăранă чухне пуян та илемлĕ авалхи чĕлхемĕр вăй илсе кăна пырĕ.