Юпа уйăхěн 19-мěшěнче Раççей Федерацийĕн халăх артисткин Нина Ильинична Григорьевăн «Театр – ман ăраскал» моноспектаклĕ Чăваш драма театрĕн паллă артисчĕсемпе йĕркелекен тĕлпулусен ярăмне уçĕ.
62 çул Чăваш драма театрне чунтан парăнса ĕçлесе Нина Ильинична сцена çинче пурĕ 100 ытла роль калăпланă.
Театрăн ку сезонĕнче Нина Григорьева Валентин Распутинăн «Последний срок» пьеси тăрăх лартнă «Анне» спектакльте тĕп роль вылять.
«Театр – ман ăраскал» моноспектакле Чăваш драма театрĕн Пĕчĕк залĕнче кăтартĕç. Раççей халăх артистки куракан умне çывăххăн, куçа куçăн, декорацисĕр тата çутăпа тĕрлĕ сцена атрибучĕ усă курмасăр тухĕ.
Чăваш кураканĕ умĕнче чунтан юратнă артистка наци тумĕ тăхăннă хĕрсем хушшинче, илемлĕ халăх кĕввипе хăйĕн классикăллă монологĕсене вулĕ.
19 октября, четверг, моноспектакль с народной артисткой РСФСР Ниной Ильиничной Григорьевой станет первым в цикле встреч с выдающимися артистами Чувашского драмтеатра «Театр – ман ăраскал».
За 62 года служения Чувашскому театру Нина Ильинична «прожила» на сцене более 100 ролей. А в этом театральном сезоне у народной артистки РСФСР главная роль в премьерном спектакле «Анне» (Мать) по повести Валентина Распутина «Последний срок».
Площадкой для моноспектакля «Театр – ман ăраскал» выбран Малый зал Чувашского драмтеатра. Без особых декораций, освещения и прочих атрибутов сцены, в «шаговой доступности» от зрителя выступит народная артистка России.
В особой камерной атмосфере прозвучат прекрасные народные мелодии, плавной поступью проплывут по сцене девушки в расшитых национальных костюмах и среди них – героиня встречи Нина Григорьева прочитает свои классические монологи.
Событие рекомендовано преданным поклонникам артистки и держателям Пушкинских карт.