Чăваш драма театрĕн ĕçченĕсем пурнăçран уйрăлнă ĕçтешĕсен вил тăприйĕсем çине çитсе килчĕç. Театр сезонĕ умĕн ваттисене сума сăвасси пирĕн тахçанхи йăла.
Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамĕнчи масар çинче СССР Халăх артисчĕсем Валерий Яковлев, Вера Кузьмина, Алексей Ургалкин, Раççей халăх артисчĕ Виктор Родионов, чăваш театрне пуçараканĕ Иоаким Максимов-Кошкинский ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Вĕсенчен кашнин пиркиех чылай каласа пама пулать: ăруран-ăрăва куçакан историсем те, сцена çинчи пĕрлехи ĕç те, кулленхи пăтăрмахсем те аса килчĕç.
«Шăпах вĕсене пула чăваш театрĕ пулнă, паян та аталанса пырать. Вĕсен ĕçне эпир малалла тăсма тарăшăпăр», — терĕ театр директорĕ Елена Николаева.
«Валерий Николаевич кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ тăватчĕ, пиртен те çавнах ыйтатчĕ. Уншăн вак ĕç нихăçан та пулман. Роль те çавăн пекех, пысăк-и, пĕчĕк-и — унпа тĕплĕ ĕçлемелле. Ăна çак ен çитĕнӳсем тума пулăшнă та», — Валерий Яковлев режиссерпа пĕрле ĕçленине Чăваш халăх артисчĕ Наталия Сергеева çакăн пек аса илет.
Вера Кузьмина ĕçтешĕсен асĕнче аслисемпе те, кĕçĕннисемпе те пĕр тан тимлĕ пулнипе асра юлнă. Ун пултарулăхĕпе чăвашсем кăна мар, ытти халăх çынни те савăннă. Чăваш халăх артисчĕ Иван Иванов режиссер Турцире пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсен умĕнче «Хура чĕкеç» спектакле лартнине аса илчĕ. «Уçă тÿпе айĕнче ун сасси мăнаçлă янарарĕ. Чăвашла пĕлменнисене те хăй çине пăхтарчĕ вăл ун чух», — аса илчĕ вăл. Халĕ вара ун ятне «Чĕкеç» Пĕтĕм халăхсем хушшинчи театр фестивалĕ упрать, кăçал вăл чÿк уйăхĕн 11-16-мĕшĕсенче иртĕ.
Театр ĕçченĕсем Шупашкар таврашĕнчи ытти масарсене те çитрĕç. Вил тăприсене тирпейлерĕç, чечек çыххисем хучĕç, аслисен ячĕсене асра тытса вĕсен ĕçне малалла тăсма шантарчĕç.
〰️✶〰️
Ежегодно перед началом нового творческого сезона коллектив Чувашского театра совершает особую, глубоко символичную традицию — посещает места упокоения ушедших от нас мастеров сцены.
Этот день — не просто церемония, а живая встреча поколений. В эти минуты мы вспоминаем наших учителей, основателей и тех, чьи имена навсегда вписаны в историю театра. Для молодых артистов, недавно принятых в труппу, это уникальная возможность прикоснуться к наследию и узнать истинную цену традициям, которые мы чтим.
Народные артисты СССР Валерий Яковлев, Вера Кузьмина, Алексей Ургалкин, народный артист России Виктор Родионов, основатель чувашского театра Иоаким Максимов-Кошкинский — на аллее почетных захоронений на кладбище по улице Богдана Хмельницкого много знакомых имен, тех, кто прославил чувашский театр, кто отдал ему всю свою жизнь. Директор театра Елена Николаева отметила, что благодаря каждому из этих великих людей, сегодня есть и развивается чувашский театр.
«Валерий Николаевич требовал от нас любую работу выполнять качественно. Неважно, это работа над ролью или прибивание гвоздей при строительстве декораций. В этом и был секрет его успеха», — вспоминает народная артистка Чувашии Наталия Сергеева.
Вера Кузьмина, несмотря на регалии, запомнилась очень общительной и заинтересованной жизнью каждого артиста. Они отметили, что теперь ее имя увековечено в Международном фестивале национальных театров «Чĕкеç», и цель молодого поколения театра – сохранить его и проводить на самом высоком уровне. В этом году он пройдет с 11 по 16 ноября.
Сотрудники театра посетили места захоронения бывших коллег и на других кладбищах города Чебоксар. Они привели в порядок могилы, возложили цветы, обещав хранить их имена и продолжить общее дело.