К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче черетлĕ 108-мĕш сезонне уçĕ. Федор Павловăн «Ялта» пьеси чăваш литературин классики пулсассăн, СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев çак хайлавпа лартнă спектаклĕ чăваш театрĕн ĕмĕрлĕх пурлăхĕ пулса тăчĕ. Черетлĕ сезон тĕлне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов спектакле çĕнетсе кăларать.    

Артистсен çĕнĕ йышĕ Федор Павловăн сăнарĕсене мĕнлерех курать? Паянхи ăру иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи çынсен шухăш-кăмăлне, туйăмĕсене ăнланма пултарать-и? Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче хак пама пулĕ.

«Ялта» спектакле куракансем чăваш йăли-йĕркине кăтартакан массăллă сценăсмшĕн, чăваш юрри-ташшипе пуян пулнăшăн килĕштеретчĕç. Çĕнетнĕ спектакльте çакă йăлтах упранса юлĕ.

108-мĕш сезон халиччен куракансем килĕштернĕ спектакльсемсĕр пуçне премьерăсемпе пуян пулĕ. Халĕ режиссерсемпе артистсем В. Соллогубăн «Ах, кама-ши савмалла», Ф. Буляковăн «Карчăксем качча каяççĕ» камичĕсемпе ĕçлеççĕ, Ч. Айтматовăн «Материнское поле» хайлавĕпе «Хуркайăк çулĕ» спектакль сцена çине кăларма палăртаççĕ. Пурте тахçантанпах кĕтнĕ премьера вара – «Нарспи». Константин Ивановăн вилĕмсĕр поэмипе лартнă спектакль авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче сцена çине тухĕ.

Чÿк уйăхĕ театрта СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕпе иртĕ, чÿк уйăхĕн 11-16-мĕшĕсенче Пĕтĕм тĕнчери наци театрĕсен «Чĕкеç» II фестивлĕ иртĕ. Кăçал вăл 12 спектакльпе паллаштарĕ. Шупашкара Пушкăрт, Калмăк, Якут, Мари, Бурят, Мордови, Алтай Республикисенчен тата Пермь тăрăхĕнчен сцена ăстисем килĕç.   

  〰️✶〰️

11 сентября Чувашский драматический академический театр имени К.В. Иванова открывает 108 сезон обновленной постановкой драмы «Ялта». 

Впервые этот спектакль появился в репертуаре благодаря Иоакиму Максимову-Кошкинскому в 1922 году, в интерпретации разных режиссеров постановка не раз возвращалась на сцену театра.

Спектакль в постановке народного артиста СССР Валерия Яковлева  полюбился зрителями за особый чувашский колорит, национальные обычаи,  своеобразные костюмы, оригинальную музыку автора пьесы. В обновлённом варианте все это будет сохранено.     

В 108 сезоне зрителей чувашского драмтеатра ждут как полюбившиеся спектакли, так и новые постановки. Самая долгожданная из них – по бессмертной поэме Константина Иванова «Нарспи». Она станет первой премьерой нового сезона и выйдет на сцену 26 сентября. Сегодня артисты и режиссёры готовят спектакли по произведениям В. Соллогуба «Беда от нежного сердца» (Ах, кама-ши савмалла) , Ф. Булякова «Выходили бабки замуж» (Карчăксем качча каяççĕ), Ч. Айтматова «Материнское сердце» (Хуркайăк çулĕ).

В ноябре вновь появится возможность оценить спектакли национальных театров нашей страны, с 11 по 16 ноября 2025 года пройдет II Международный фестиваль национальных театров «Чĕкеç» имени Веры Кузьминой.

В этом году за 6 фестивальных дней чебоксарцы и гости столицы Чувашии увидят 12 современных постановок. В Чебоксары приедут актеры из Башкирии, Калмыкии, Якутии, Мари Эл, Бурятии, Мордовии, Республики Алтай и Пермского края.