2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хаклӑ ентешӗмӗрсене Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе чӗререн саламлать! Аслӑ Çӗнтерӳ кунӗ кашни çемьешӗн чӑннипех те чи савӑнӑçлӑ та çутӑ уяв.

Чӑваш театрӗн ӗçченӗсем те Çӗнтерӗве çывхартассишӗн вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ. Эпир ветерансен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуç таятпӑр, мухтанатпӑр, сума сӑватпӑр.

Эпир, паян пурӑнакансем, асаттесен паттӑрлӑхне ӗмӗр асра тытӑпӑр. Çулран çул театр юратнӑ Тӑван çӗршывӑмӑр тата çӗнтерӳçӗ-халӑхӑн паттӑрлӑхӗ çинчен спектакльсем лартать, чӑн историе ӑруран ӑрӑва куçарса пырать.

Аслӑ Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе, тӑванӑмӑрсем! Ырлӑх-сывлӑх, иксӗлми телей, тӑнӑç пурнӑç!


Коллектив Чувашского академического драматического театра поздравляет всех соотечественников с праздником – Днем Победы! Это самый любимый народный праздник, который отмечается в каждой семье. Победный май навеки вошел в героическую летопись нашей страны как символ мужества и самоотверженности всего советского народа.

Особые слова любви и благодарности мы говорим нашим ветеранам. Прославленные корифеи нашего театра также были на фронте и с честью вынесли все тяготы военных лет.

Многие десятилетия наш театр возвращается к военной теме и вносит свой вклад в сохранение памяти о героическом прошлом страны.

Пусть на Земле царят мир и справедливость, а в трудную минуту у каждого рядом будет дружеское плечо.