2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Паян, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче, 18:30 сехетре «Ҫын пурнăҫě» спектакле Чăваш драма театрĕн сцени çинче иккĕмĕш хут кăтартаççĕ. 

Эпир сире çак постановка никĕсне хураканĕ, урăхла каласан пьеса авторĕ – Леонид Андреев çинчен темиçе кăсăклă япала каласа парасшăн:

  1. Леонид Андреев – «Кĕмĕл ĕмĕр» тапхăрĕнчи тĕрлĕ жанрпа çыракан писатель. Хăй хыççăн вăл 8 романпа повесть, 20 пьеса тата 90 калав хăварнă.
  2. Унăн çырас ăсталăхне малтан асăрхаман, ал çырăвĕсене издательствăра мĕншĕн тавăрса панине каламасăрах каялла панă. Анчах Леонид Андреев çине тăрсах малалла çырнă та çырнă.  Халĕ унăн произведенийĕсем тăрăх лартнă спектакльсене, илемлĕ фильмсене халăх юратса пăхать.
  3. Леонид Андреев литературăпа кăна мар, сăн ÿкерес ăсталăха та алла илнĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ сăн ÿкерчĕксем тăвас енĕпе Раççейре вăл чи малтан  ĕçлеме пуçланисен йышĕнче.
  4. Çыравçă тинĕспе те кăсăкланнă. Вăл яхт-клуб пайташĕ, темиçе катер хуçи пулнă.
  5. Студент чухне революци юхăмне кĕрсе кайнипе полици те унпа интересленнĕ. Максим Горький пулăшман пулсан унăн пĕрремĕш кĕнекине те цензура кăларма чарнă пулĕччĕ.

Билетсене театр кассинче е онлайн туянма пулать.

Пушкин карттипе те усă курма пултаратăр.

 

 

Уже сегодня, 4 октября, в 18:30 состоится, можно сказать, вторая премьера спектакля «Ҫын пурнăҫě» (Жизнь человека).

И мы расскажем вам 5 интересных фактов об авторе литературной основы постановки – Леониде Андрееве.

Факт 1. Леонид Андреев считается писателем Серебряного века. Творчество его очень разнообразно, и его нельзя уместить в рамки какого-то одного жанра. Он оставил после себя: 8 романов и повестей, 20 пьес и около 90 рассказов.

Факт 2. Первые его литературные опыты были неудачными. Как рассказывал сам писатель, издательство, куда он принёс свои рукописи, со смехом вернуло их обратно и даже отказалось комментировать свой отказ. Но Леонид Николаевич не отчаялся. Сегодня его произведения не только с успехом идут в театрах, но и экранизируются.

Факт 3. Делом всей жизни Леонида Андреева была, конечно, литература, но, помимо неё, он интересовался ещё и фотографией. Именно он стал одним из первых людей в России, кто занялся фотографированием в цвете.

Факт 4. Одним из основных увлечений литератора было море. Ему принадлежали несколько катеров, на которых он регулярно выходил в море и был постоянным членом яхт-клуба.

Факт 5. Будучи студентом из-за связей с революционными студенческими кружками он попал в поле зрение полиции. Тогда он как раз планировал первое издание собственной книги, и, разумеется, цензура ни за что бы её не пропустила, если бы не покровительство Максима Горького.

Билеты на спектакль в кассе и онлайн.

Действует Пушкинская карта.