Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Александра Порфирьевна Лукьянова çуралнăранпа 100 çул çитет. 

Александра Лукьянова 1924 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Çĕнĕ Чукал – Пулмантăш ялĕнче çуралнă.

Александра Порфирьевна 1947 çулта Мускаври патшалăх театр искусствин институчĕн (ГИТИС) пĕрремĕш чăваш студине пĕтернĕ.  Çав çулах Чăваш драма театрне артист пулса ĕçе вырнаçнă та, 1983 çулчченех кунта ĕçленĕ.

 36 çул хушшинче вăл питĕ нумай кăсăклă, паха сăнарсем калăпланă: Лиза – «Ӑса пула инкек» спектакль, Чĕкеç – «Куккук çаплах авӑтать», Евчĕ «Тĕттĕмлĕх тытӑмĕ», Спиридоновна «Хӑв пурӑнас килнĕ пек ан пурӑн» (Не так живи, как хочется), хуняма Леонардо «Юнлӑ туй», Вселис «Кай, кай Ивана» тата ыттисем те.

 1951 çулта А. Д. Кăлкан «Уçӑ çил» спектакль çинчен çапла çырнă: «А.Лукьянова артистка Нина Славина вырăс хĕрарăмĕн сăнарне питĕ аван вылянине савăнса палăрас килет. А. Лукьяновăн Славина майорĕ – ăслă, малкурăмлă совет офицерĕ, тăван çĕр-шыв тата тĕнче умĕнчи тивĕçе лайăх ăнланаканскер. Вăл арçын пек хăюллă, анчах ачаш хĕрарăм.  А. Лукьянова артистка Славина сăнарне пысăк опытлă политик, ăслă вĕрентекен, юлташĕсемшĕн тăрăшакан пек кăтартнă.  Сцена çинче унăн сасси уçă, калаçавĕ таса та литература чĕлхи…».

1955 çулта Стихван Шавлы «Чĕре чул мар» спектакль çинчен: «Пӑхатӑн та Константинпа унӑн арӑмĕ çине: – çӳпçипе хупӑлчи! – тетĕн. … арӑмĕ, çӑмӑлттай, пуçĕнче çил кашланипе, ĕçсĕр пурнӑçпа иртĕхнине пула, юта çӳрет. Çак «ырӑ арӑм» калама çук чӑркӑш, йӑлӑнтармӑш; мухмӑртан уçӑлма пĕлмен упӑшкине вӑл, хӑй айӑпне сирес тесе, хӑй кĕвĕçет, кĕççе пичĕпех çиеле тухма хӑтланать. Çак пӑсӑк тата тĕрлĕ характерлӑ хĕрарӑм рольне вылясси çӑмӑл мар, анчах та ун сӑннарне Лукьянова артистка туллин, ĕненмелле кӑтартать».

Александра Лукьянова радио, телеспектакльсем хатĕрленĕ, илемлĕ фильмсене чăвашла куçарнă çĕрте питĕ хастар хутшăннă.

Ăна «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе тата «В.И.Ленин 100 çулĕ тĕлне хастар ĕçленĕшĕн» юбилей медалĕпе, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп Хучĕсемпе чысланă пулнă. 

Александра Лукьянова 2003 çулта вилнĕ. 

                                                                                                                                                                                                                                                                                  

20 января заслуженной артистке Чувашской АССР Лукьяновой Александре Порфирьевне исполнилось бы 100 лет со дня рождения.

Александра Лукьянова родилась 20.01.1924 года в деревне Новые Чукалы (Çĕнĕ Чукал – Пулмантăш) ныне Шемуршинского МО Чувашской Республики.

Александра Порфирьевна выпускница первой Чувашской студии актерского факультета ГИТИСа 1947 года. В том же году она начала работать в Чувашском драматическом театре и служила здесь актрисой до 1983 года.

За 36 лет работы она создала много интересных, высокохудожественных образов: Лиза в спектакле «Ӑса пула инкек» (Горе от ума), Чегесь в «Куккук çаплах авӑтать» (Кукушка все кукует), Сваха в «Тĕттĕмлĕх тытӑмĕ» (Власть тьмы), Спиридоновна в «Хӑвна пурӑнас килнĕ пек ан пурӑн» (Не так живи, как хочется), теща Леонардо в «Юнлӑ туй» (Кровавая свадьба), Вселис в «Кай, кай Ивана» (Выйди, выйди за Ивана) и много других.

В 1951 году писатель А. Д. Калган о спектакле «Уçӑ çил» (Свежий ветер) писал: «Хочется с радостью отметить большую удачу актрисы А. Лукьяновой, создавший весьма обаятельный образ русской женщины Нины Славиной. Майор Славиной в исполнении А. Лукьяновой – умный, дальновидный советский офицер, глубоко понимающий свой высокий долг перед Родиной, перед всем человечеством. Она мужественна и вместе с тем женственна. Артистка А. Лукьянова показывает Славину как опытного политического работника, умного воспитателя, проявляющего большую заботу и внимание к своим товарищам…. Со сцены должен звучать четкий, литературный язык, как этого отлично достигает, например, актриса А. Лукьянова…».

1955 çулта Стихван Шавлы «Чĕре чул мар» (Сердце не камень) спектакль çинчен: «Пӑхатӑн та Константинпа унӑн арӑмĕ çине: – çӳпçипе хупӑлчи! – тетĕн. … арӑмĕ, çӑмӑлттай пуçĕнче çил кашланипе, ĕçсĕр пурнӑçпа иртĕхнине пула, юта çӳрет. Çак «ырӑ арӑм» калама çук чӑркӑш, йӑлӑнтармӑш; мухмӑртан уçӑлма пĕлмен упӑшкине вӑл, хӑй айӑпне сирес тесе, хӑй кĕвĕçет, кĕççе пичĕпех çиеле тухма хӑтланать. Çак пӑсӑк тата тĕрлĕ характерлӑ херарӑм рольне вылясси çӑмӑл мар, анчах та ун сӑнне Лукьянова артистка туллин, ĕненмелле кӑтартать».

Александра Лукьянова принимала активное участие при создании радио- и телеспектаклях, передачах и дублировании художественных фильмов на чувашский язык.

Она награждена медалями «За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941 – 1945 гг.» и юбилейной «За доблестный труд в ознаменование 100-летия со дня рождения В. И. Ленина», Почетными грамотами Президиума Верховного Совета Чувашской АССР (1967).

Не стало Александры Лукьяновой в 2003 году.