2023/24,

театрӑн

106-мӗш

сезонӗ

Чăваш драма театрĕ «Хĕл Мучи патне хăнана» йыхравлать! 

Раштавăн 28, 29, 30, кăрлачăн 6-мĕшĕсенче сире уяв кăмăлĕ тума тата парнеллĕ пулма республикăмăрти чи аслă театра йыхравлатпăр!

Хĕл Мучипе Юрпике çитес çулăн символне шыраса асамлă чăваш вăрманне илсе çитерĕç. Асамлăх вăйĕ тата сире тĕрлĕ вырăнта, тĕрлĕ саманара пулса курма пулăшĕ.  

  • Чи малтан пирĕн хăнасем 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи чăваш ялне çитĕç. «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» спектакльти чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă вăйă-кулăра, «Ылханлă йăх» спектакльти çветкере, «Ĕмĕр сакки сарлака» постановкăри Улахра пулса тĕлĕнĕр. 
  • Малалла Хĕл Мучи хăйĕн асамлă патакне сулса ярса ялтан хулана илсе çитерĕ. Кунта вара «Эп сӳннĕ чух – эс çун!» спектакльти хулари пăр каток çинче, «Юлашки парăм» спектакльти купса çуртĕнче тата чаплă ресторанти каçхи апат çинипе киленме пулать.
  •  Пирĕн пултаруллă артистсем – Чăваш халăх артисчĕ Петр Садовников, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов, Анна Цветкова, Надежда Кузьмина уявра ытарма çук илемлĕ юрăсем шăрантарĕç, «Джаф степ», «Кай сас» ушкăнсем Хĕл Мучи тата Юрпикепе пĕрле хальхи вăхăтри хусканусем тума куракансене ташă картине йыхăрĕç. 

 «Хĕл Мучи патне хăнана» музыкăпа ташă программи аслă çулхисем тата чăваш юрри-кĕввине, ташши-вăййине мала хуракансем валли. Вăл сирĕн кăмăла хăпартĕ, уява савăнăçлă та асра юлмалăх тăвĕ. 

Эсир аҫӑр-аннӗрсем, асаннĕрсемпе аслаçăрсем валли Çĕнĕ çул ячĕпе чи асра юлмалли парне тăвас тетĕр пулсан – Чăваш драма театрĕнче иртекен «Хĕл Мучи патне хăнана» музыкăпа ташă программине йыхравлăр. Кашни хăнана парне кĕтет.

Билетсене питĕ хăвăрт туянса пĕтереççĕ, кая ан юлăр, хăвăр тата çывăх çыннăрсем валли вырăн йышăнăр.

28, 29 и 30 декабря, а также 6 января чувашские Дед Мороз и Снегурочка – Хĕл Мучи и Юрпике – приглашают к себе в гости за праздничным настроением и, конечно, новогодним подарком в старейший театр республики.

Хĕл Мучи, Юрпике проведут гостей через волшебный дремучий чувашский лес в поисках символа наступающего нового года – Аçтаха (Дракон). Фееричное зрелищное шоу зачарует зрителей и отправит их в путешествие сквозь время и пространство.

  • Сначала гости окажутся в чувашской деревне конца 19 века. Здесь можно будет увидеть сцены традиционных чувашских забав из спектакля «Хăв пурăнас тенĕ пек ан пурăн» (Не так живи, как хочется), чувашские народные святки из спектакля «Сурхури сăри» (Проклятое племя), этнические сезонные обряды и посиделки «улах» во фрагменте спектакля «Ĕмĕр сакки сарлака» (Жизнь прожить – не поле перейти).
  • Затем волшебство Хĕл Мучи перенесет зрителей из сельской местности в город. Здесь можно будет насладиться атмосферой, которая царила на городском катке – сцена из спектакля «Эп сӳннĕ чух – эс çун!» (Угаснет свет во мне – а ты гори!), во время званного ужина в купеческом доме и ресторане – фрагмент постановки «Юлашки парăм» (Последняя жертва).
  • В настоящем зрителей ждут сольные песенные номера от ведущих артистов театра: заслуженного артиста Чувашии Валерия Карпова, народного артиста Чувашии Петра Садовникова, Анны Кудряшовой и Надежды Кузьминой, заводные современные танцы и песни с Дедом Морозом и Хĕл Мучи в исполнении групп «Джаф степ» и «Кай сас».

Музыкально-танцевальная программа «Хĕл Мучи патне хăнана» (В гости к Деду Морозу) – это программа, рассчитанная преимущественно на представителей старшего поколения, а также на тех, кто уверен, что традиционные чувашские песни и мелодии, танцы и забавы – это то, что нужно для отличного настроения и яркого праздничного вечера.

Больше не нужно переживать о новогоднем подарке для ваших родителей, бабушек и дедушек. Пригласите их на музыкально-танцевальную программу «Хĕл Мучи патне хăнана» в Чувашский драмтеатр. Каждому гостю – подарок!

Билеты раскупаются быстро. Успейте забронировать место для себя и ваших близких.

РАШТАВ / ДЕКАБРЬ

28

Кӗҫ

18:30

ЧТ

Хӗл Мучи патне хӑнана

Юрӑллӑ-ташӑллӑ Ҫӗнӗ ҫул програми. Аслисем, сире валли!

Кашни килекене — парне!

В гости к деду морозу

Музыкально-танцевальная программа для взрослых. Каждому гостю — подарок!

29

Эрн.

18:30

ПТ

Хӗл Мучи патне хӑнана

Юрӑллӑ-ташӑллӑ Ҫӗнӗ ҫул програми. Аслисем, сире валли!

Кашни килекене — парне!

В гости к деду морозу

Музыкально-танцевальная программа для взрослых. Каждому гостю — подарок!

30

Шӑм.

18:00

СБ

Хӗл Мучи патне хӑнана

Юрӑллӑ-ташӑллӑ Ҫӗнӗ ҫул програми. Аслисем, сире валли!

Кашни килекене — парне!

В гости к деду морозу

Музыкально-танцевальная программа для взрослых. Каждому гостю — подарок!

Кăрлач / ЯНВАРЬ

6

Шӑм.

18:00

СБ

Хӗл Мучи патне хӑнана

Юрӑллӑ-ташӑллӑ Ҫӗнӗ ҫул програми. Аслисем, сире валли!

Кашни килекене — парне!

В гости к деду морозу

Музыкально-танцевальная программа для взрослых. Каждому гостю — подарок!